Главная » 2010 » Апрель » 13 » Çут çанталăкра эпир пурăнатпăр. Эппин вăл — пирĕн кил (на чувашском языке)

 


Çут çанталăкра эпир пурăнатпăр. Эппин вăл — пирĕн кил. Мĕн пĕлетпĕр-ха ун çинчен, епле упратпăр ăна? Алă сулмĕ-и вăл хăçан та пулин пирĕн çине, "эсир нĕрсĕрсем” тесе?
Çĕр-планета мечĕк пекех çавра мар. Меридианпа (гринвический) вăл 40007 километр пулсан, экваторпа — 40075 км. Ун калăпăшĕ — 510 миллион тăваткал километр. 361 миллион тăваткал километрне шыв — тинĕссемпе океансем, юхан шывсемпе кÿлĕсем, тепĕр майлă каласан, Çĕр-планетăн 3Ĕ4 пайне — йышăнать. Шыв çинче пурăнатпăр темелле, чăнах та.
Çанталăк епле пуласси тинĕс-океансенчен килет. Сывлăш хĕвел питтинче ăшăнса, çĕрĕн тепĕр енче сивĕннипе. Сывлăш куçнипе çил тухать. Торнадо тăвăлĕсем (ураган) питех те сиен кÿреççĕ этеме.
Хĕвел пурнăç условийĕсем туса парать: ăшă, апатланма та пурте пур планета çинче — илме пĕл кăна. Сывлăшпа сывлатпăр тата. Кун пеккине хальлĕхе галактикăра тупман-ха. Çĕр-планетăмăрăн пур кĕтесĕнче те мĕнле те пулин чĕр чун пурăнать, ÿсен-тăран аталанать, ешерет. Кашни тĕс хăйне майлă, формăллă, хăй тĕрлĕн майлашса йăл илет. Çапах та вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Пĕрисем çухалсан (унпа тăранаççĕ теприсем) ыттисемшĕн хăрушлăх çитсе тăрать. Çак экосистемăна пăсни (шурлăхсене типĕтсе, вăрмансене касса усă курмалли çĕрсен лаптăкне сарни т. ыт.) Çĕр-планетăна улăштарса хавшатать: çĕр типсе хытать, çурăлать, чĕр чунсем валли тавралăх пĕчĕкленсе пырать — вĕсем çухалаççĕ (вилеççĕ). Пушарсен тÿпи те пысăк кунта. Апла пулсан паллă — вăрмансене симĕслетсех тăмалла, сарса пымалла.
Тепĕр проблема та пур. Паян Çĕр атмосферин температури хăпарса пырать (парниковый эффект). Ку пулăм этемрен килет: çунтаратпăр-и, заводсем ăпăр-тапăр, машинăсем те çаплах кăмрăк йÿçеклĕ (углекислый), кÿкĕртлĕ (сернистый) газсем кăлараççĕ-и, тĕрлĕ катастрофăсем пушар кăларса тĕтĕм сараççĕ-и, пĕтĕмпех галактикăналла каймаллаччĕ, анчах, нумай пулнипе тытăнса тăрса, хĕвел паракан ăшша чарса тăраççĕ. Температура пысăкланать. Çанталăк та пăсăлать — шыв айне тăвать. Санкт-Петербург, Нью-Йорк пек пысăк хуласем те çăлăнаймĕç теççĕ ăсчахсем, пăрсем ирĕлнипе шыв шайĕ хăпарать.
Ку ыйту пур çĕр-шывсене те пырса тивет. Эппин пĕрле татса пани кирлех, каламалла — тăрăшаççĕ-ха.
Эпир вара мĕнле пулăшăпăр, вулаканăмăрсем? Вăрмансемпе уйсене таса тытмалла. Тасамарлăхпа кĕрешмелле — сахалрах шыв юхтармалла, вараламасăр. Йывăçсем лартмалла, упрамалла вĕсене, курăксем те ÿссе ешерччĕр, фосфатлă удобренисене аяккалла сирмелле — вĕсем шыва лексе унти курăксене (водоросль) хăвăрт ÿсме пулăшаççĕ, ку пулăсене кислородсăр хăварса вĕлерниех пулать. Кайăксене тăрантарни аван хĕлле. Пĕчĕк кÿлĕре, хамăр тунинче ĕнтĕ, мĕн пулса иртни киленÿллĕ. Паром-карапсенчен çÿп-çап ан пăрахăр — чĕр чунсем вĕсене çăтса е çакланса вилеççĕ. Усал шыв юхан шыва юхни çинчен халăха пĕлтерни хамăра та, чĕр чунсене те çăлать (чирлĕ пулăна çисен эпир те сывах юлаймăпăр), чĕр чунсенчен (коралсем, улиткăсем, тимĕр шапасем) тунă тетте е мăй çыххисене ан туянăр. Шыва кĕнĕ чух пляжра çÿп-çап ан хăварăр — вĕçсе-çăвăнса тинĕсех çитет вăл, акула пеккисем ăна çăтаççĕ. Этемлĕхĕн пуласлăхĕ хамăртан нумай килет. Хамăра юратнă пек савса упрасчĕ килĕмĕре — çут çанталăка, юлташăмăрсем.

В. Рудникова
Просмотров: 2764 | Добавил: green-planet | Рейтинг:
 (Рейтинг: 3.1/49)
3.1/49
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *: